Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +17.3 °C
Пӗччен йывӑҫ час тӳнет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аруй Михаил Филлипович

Аруй Михаил Филлипович (чӑн хушамачӗ Акимов), — драматург. 1895 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 15 Пӑва уесӗн (халӗ Чӑваш Енӗн Улатӑр районӗ) Ҫӗнӗ Эйпӗҫ ялӗнче ҫуралнӑ. 1972 ҫулхи кӑрлачӗн 10 ҫав ялтах вилнӗ.

Пурнӑҫӗ
Хурӑнварти икӗ класлӑ шкулта тата Бирскри вӗрентекенсен семинариӗнче вӗреннӗ. Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫине, Граждан вӑрҫине тата Тӑваш Ҫӗршывӑн Аслӑ Вӑрҫине хутшӑннӑ. Ӗпхӳ кӗперниӗн Федооров шкулӗнче тата Ҫӗнӗ Эйпӗҫ шкулӗнче вӗрентнӗ. Хусанта тухакан Канаш хаҫат редакциӗн литература сотрудникӗ пулнӑ.

Ӗҫӗсем
«Вӑхӑтсӑр вилӗм» (1919) драми чи малтан сцена ҫинче лартнисем шутне кӗрет. Ҫавӑн пекех вӑл «Илюк» пьесӑна, пӗр актлӑ комедисене ҫырнӑ.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2005-11-26 15:32:25 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 5747 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем